Эпир – чăваш йăхěнчен

Эпир – чăваш йăхěнчен

                                                                                                                                                                                   Çунат хушса, эп тӳпене ҫěкелентěм,

Эп ҫутрăм ҫăлтăр чăвашсем валли.

Тăван чěлхе илемěпе килентěм

Юрларăм юрă тăвансем валли.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ – чӑваш ҫырулӑхне пуçарса янă И.Я.Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗ. Ҫак кун Чӑваш чӗлхи кунне уявлаҫҫӗ. Пирěн ентешěмěр, Татьяна Нимакова-Вознесенская,  ҫу уйăхěн17-мěшěнче 90 ҫул тултарать. Эпир те хамӑр шкулта уяв ирттертӗмӗр. Пирӗн уява хаклă хăнасем килсе ҫитрӗҫ: чӑваш халӑх писателӗ Михаил Николаевич Юхма , Татьяна Нимакова (Вознесенская) поэт хӗрӗсем, Юрий Петров-Сантус-Ара поэт тата сумлă та хисеплě ҫынсем. Пӳлěмре илемлě сăвăсем, янра юрăсем шăранчěҫ.

        Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.

Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Вěренӳ материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмаллине шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекен аван пĕлет. Анчах та ку çеç сахал. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Çакна тĕпе хурса иртрě те паянхи уяв!