ЧӐВАШ ТӖРРИ - ХАЛӐХ ПУЯНЛӐХӖ

ЧӐВАШ ТӖРРИ - ХАЛӐХ ПУЯНЛӐХӖ

   Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет. Чӑваш тӗррин кунне халалласа Пинерти пěтěмěшле пěлӳ паракан вӑтам шкулта чӱк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Чӑваш тӗрри - халӑх пуянлӑхӗ» ятлӑ урок иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен тӗрӗ чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри пулни пирки чарӑнса тӑчӗ.Ҫавӑн пекех 7-мӗш класра вӗренекенсем чӑваш тӗрри ҫинчен  П.Хусанкай, Светлана Асамат , В.Давыдов - Анатри ҫырнӑ сӑвӑсене вуларӗҫ. Ачасем «Чӑваш тӗррин пӗлтерӗшӗ» текстпа ӗҫлесе тӗрӗри паллӑсем, ҫӗвěсем, мӗнле тӗссемпе тӗрленине вуласа пӗлме пултарчӗҫ.

      Ҫавӑн пекех  шкул библиотеки йӗркеленӗ «Чӑваш тӗрри - халӑх пуянлӑхӗ» кураври кӗнексемпе тата тĕрĕсемпе  паллашрӗҫ. Тӗрӗсенче чӑваш халӑхӗн чунӗ упрананать. Эпир – чӑваш тӗрри управҫисем, чӑваш тӗррине паянхи тӗнчепе ҫыхӑнтараканӗсем, унӑн сумне ҫӗклекенӗсем. Чӑваш тӗррин кунӗ тӗрӗсене упраса хӑвӑрма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ăстасен пӗлӗвне сарма пулӑшӗ.

        Çĕр пин тĕрре упрас тесе шутлатăп

        Асра тытса хам тăвансен ятне.

        Чăваш тĕррин эп хăватне çĕклетĕп

        Упрас тесе хам асанне ятне.