Ҫеçпĕл Мишши–чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ

Ҫеçпĕл Мишши–чăваш халăхĕн чапĕпе мухтавĕ



                

 

       Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 124 çул çитрĕ. Çавна май  шкулта 6-мĕш класра  вĕренекенсем  «Тĕрĕслĕх çутаттăр Ҫеçпĕлĕн ятне»  фильм пăхрĕç. Ку  фильмра  чăваш халăхĕн чаплă поэчĕн  ачалăхĕпе, пурнăçĕпе тата унăн пултарулăхне тарăнрах пĕлчĕç, вилĕмсĕр перо ăсти пулса курнă вырăнсемпе паллашрĕç. Çеçпĕл Мишши, унăн сăнарĕ, кашни юрри-сăвви, сăмахĕ Чăваш халăх чĕринче, асĕнче пурăнать. Унăн ятне пăрахута, хăй çуралнă яла, библиотекăсене, шкулсене панă. Шупашкарта Ҫеçпĕл палăкĕ, кинотеатр тата музей пур. Çеçпĕл Мишши – халăхсен туслăхне, кĕрешӳ хăватне, ĕç хавалне мухтакан поэт. Унăн сăввисем паян та уççăн янăраççĕ, чун-чĕрере çĕкленӳллĕ туйăм вăратаççĕ.