Апат-çимĕç йăли-йĕрки тата кулленхи апатăн
йышĕ мĕнле пуласси çутçанталăк тата пурнăç йĕркинчен те килет. Чăвашсем апата
пахматсăр çимен, çапах та килте кирлĕ апат-çимĕçĕн пысăк сапасĕ яланах пулнă.
Чăваш Республикинчи çанталăк пахча çимĕçĕн пысăк тухăçне туса илме май паман,
çавăнпа та кунта пахча çимĕç сахал çинĕ, вĕсем те пулин ансаттисем пулнă:
купăста, сухан, кишĕр, кăшман, çарăк. Эпир хамăр сĕтел çинче курма хăнăхна
çĕрулми те кунта XIX ĕмĕрте çеç килсе çитнĕ. Пахча çимĕçе ялан тенĕ пек чĕрĕ
кĕвĕн çинĕ е пĕçерсе - яшкана ярса.
Чăваш апачě яланах тутлă та шутлă
пулнă.
Пирěн мăн асаттесем ăнланнă тăрăх, апат
– ҫимěҫ вăл – тăрăшса тата пěлсе ěҫленěшěн кӳрекен парне. Çакăн пек апат –
ҫимěҫ ҫеҫ ҫынна вăй, сывлăх парать.
Чӳк
уйăхĕн 9-мĕш кунĕнче Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта «Эпир сывă
пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса кĕçĕн
классенче «Мăн асаттесен апачĕ» уяв иртрĕ.