Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2023» акци иртрĕ.Йĕркелекенĕсем вара Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси. Акцие хутшăнса чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарать.
Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнчĕç. Юхма Мишши çырнă хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ текста пурте 13.00 сехетре çырчĕç. Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!И.Я. Яковлев аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр халалӗсене пурнӑҫласа эпир хамӑрӑн чӗлхене сыхласа упрас, пуянлатас тата унӑн халӑх хушшинчи чыс-сумне ӳстерес тӗллевпе ӗҫлетпӗр, нумай ӗмӗре тӑсӑлакан тӑван культура йӑли-йӗркине малалла аталантаратпӑр.
.