Кĕҫĕн класра вĕрентекен Г.В.Чернова ачасем умĕнче чǎваш чĕлхи пуянлǎхĕ пирки тухса калаçрĕ. Вăл тăван чěлхе кашни ҫыннăн пĕрре пулмалли пирки ачасем патне ҫитерме тăрăшрĕ. Тăван чĕлхе- ҫак сăмахсене кирек кам та юратса чěререн калать. Вăл тăван халăхăн иксěлми ăс-тăн çăлкуçě. Анне кăкăр сěчěпе, сăпка юррипе кěнě çепěç сасă ěмěрлěхех чуна кěрсе вырнаçать.
Чухăн мар чăваш чěлхи! Пуян та чаплă та! Эпир,чăвашсем, пирěнте чăваш юнě чупать. Тăван чěлхе пуян та илемлě, янăравлă та çепěç. Тăван чěлхене лайăх пěлекен ытти чěлхесене те хисеплет. Юлашкинчен вăл чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме тата упрама чěнсе хăварчĕ.