Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Тĕллевĕ — чĕлхе тата культурăн нумай енлĕхне сыхласа хăварасси. Пурнăçра пĕр анне, тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси – пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. Эпир те шкулта вĕренекенсем паян Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне паллă турăмăр. Малтан уява кĕçĕн класра вçрентекен Галина Владимировна Чернова чăваш поэчĕ Василий Васильевич Шихранов çырнă «Тăван чĕлхе ,тăван сăмахăм» ятлă сăвăпа пуçларĕ. Нимакова Татьяна Федотовна пултарулăхĕпе унăн хĕрĕ ,Лариса Васильевна, тĕплĕн паллаштарчĕ, сăввисене илемлĕ вуласа пачĕ. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Васильева Надежда Валерьяновна пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, хамăрăн пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă чĕлхене упраса хăвармалли çинчен каларĕ. 5-6 класс ачисем Татьяна Нимакова вăрçă темипе çырнă сăвăсене чуна пырса тивмелле каласа пачĕç. 4-мĕш класра вĕренекен Виктор Николаев «Асамат» юрăна илемлĕ юрласа пачĕ. Юлашкинчен Наталья Анатольевна Лютикова Татьяна Федотовна çырнă сăвăпа вĕçлерĕ. Уяв чăвашлăха упраса хăварас туйăма çĕклерĕ.