Нарᾰс уйᾰхĕн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Ҫакăн çинчен 1999-мĕш çулхи чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă. Çак куна ахальтен суйласа илмен иккен. Нарăсăн 21-мĕшĕнче 1952 çулта Бангладешăн тĕп хулинче хăйсен чĕлхине хÿтĕлеме тухнă студентсене полицейскийсем пеме пуçланă.
Чĕлхе çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхене пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывăн культурине тарăн курма пулăшать. 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе кашни çулах нарăсăн 21-мĕшне чĕлхе культурин нумай нацилĕхне, унăн нумай енлĕхне тата нумай чĕлхелĕхне аталантарма пирĕн тивĕç пуррине аса илтерсе тăракан Тĕнчери халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ.
Эпир те çак куна халалласа çакᾰн пек ĕçсем туса ирттертĕмĕр: 1-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев букварĕ тǎрǎх ӳкерчĕксен , сăвăсен конкурсне ирттерчĕҫ . 2-3 мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлева халалланǎ презентацисемпе паллашрĕҫ. 4-мĕш класра вĕренекенсем «Ытарлǎ сǎмахлǎх» конкурс ирттерчĕҫ, юптарусемпе паллашрĕç. Кĕçĕн классен «Мерчен» ушкăнĕ «Илемлĕ, илемлĕ» юрăпа ташă композицийĕпе чуна тыткăнларĕ. 5-мĕш класра вĕренекен Петрова София хатĕрленĕ «Шупашкарăм. савнă Шупашкар» презентаци курчĕç. Шупашкарти паллă вырăнсемпе, çыннисемпе паллашрĕç.6-мĕш класра вĕренекенсемпе тǎван чĕлхе кунне халалласа «Манǎн тǎван чĕлхе - чǎваш чĕлхи» темǎпа калаҫу ирттерчĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем «Тăван чĕлхе- чăваш чĕлхи» ятлă хайлав çырчĕç. 8-9-мĕш класра вĕренекенсем «Чăвашран тухнă паллă çынсем» онлайн-викторинăна хутшăнчĕç.
Кашни ҫыншӑнах хӑйӗн тӑван чӗлхи хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх. Кашни халăх чĕлхи – турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш… Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.
Пурнăçра – пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси – пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев чăваш çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл.