Илемлӗ, илемлӗ,
Илемлӗ чӑваш тӗрри.
Илемлӗ чӑваш тӗрри те,
Тӗрлеме пӗлсен кӑна
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш Республикикнче Чӑваш тӗррин кунне уявлаççӗ. Ку çӗнӗ уяв иккӗмӗш хут кăна иртет пулин те çынсем унпа питӗ кăсăкланни сисӗнет. Тӗрӗре чăвашăн чунӗ тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав.
Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет. Чӑваш тӗррин кунне халалласа чӱк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 5-мĕш класра «Чӑваш тӗррин пуласлӑхӗ пурах» ятлӑ урок иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен тӗрӗ чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри пулни пирки чарӑнса тӑчӗ, ачасем «Илемлӗ чӑваш тӗрри» презентаци пӑхрӗҫ. Тӑван халӑха ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ пур тенӗ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ши несӗлсен ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх? Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӑх хӑйӗн йӑли-йӑркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса упранинчен килнӗ. Ку урокра ачасем чăваш тĕррин асамлă тĕнчипе паллашрĕç. Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пĕлчĕç. Вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать
Ҫавӑн пекех 6-мӗш класра вӗренекенсем чӑваш тӗрри ҫинчен П.Хусанкай, Светлана Асамат , В.Давыдов - Анатри ҫырнӑ сӑвӑсене вуларӗҫ. Мӗнле пуян чӑваш тӗрри – унта пин-пин ҫулсен йӗрри. Ҫак йӗркесен авторӗ – чӑваш халӑх поэчӗ Ваҫлей Давыдов-Анатри. «Чӑваш тӗрри» сӑввинче вӑл тӑван халахӑн иксӗлми пуянлӑхне – тӗрӗ ÿнерне мухтаса, мӑнаҫланса шӑрҫалать. Чӑнласах ҫапла: тӗрӗре – аннен ачаш юрри, тӑван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлӗ ҫутӑ ҫăлтӑрсем. Ачасем «Чӑваш тӗррин пӗлтерӗшӗ» текстпа ӗҫлесе тӗрӗри паллӑсем, ҫӗвӗсем, мӗнле тӗссемпе тӗрленине вуласа пӗлме пултарчӗҫ. .
Ҫавӑн пекех ачасем шкул библиотекарĕ Михайлова О.Г. «Чӑваш тӗрри - халӑх пуянлӑхӗ» выставкӑри кӗнексемпе тата тĕрĕсемпе паллаштарчӗ. Вăл тӗрӗсенче чӑваш халӑхӗн чунӗ упрананни ҫинчен пĕлтерчĕ.
Çĕр пин тĕрре упрас тесе шутлатăп
Асра тытса хам тăвансен ятне.
Чăваш тĕррин эп хăватне çĕклетĕп
Упрас тесе хам асанне ятне.