Чăваш чěлхи – асамлă та пуян

Эй, чĕлхем, анне панӑ чĕлхем,

Янӑра эс çут тĕнчере!

Ыттине çĕр чĕлхе хуть пĕлем,

Эсĕ ман пĕрре çеç – пĕрре

(Николай Сандров).

           Раççейре темиçе тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн чĕлхи пур. Пирĕн вара тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе пирĕн атте-анне, асатте-асаннесем калаçаççĕ. Вĕсем пирĕнпе мĕн пĕчĕкренех чăвашла калаçнă, сăпка юррисем юрланă...                                                 

          Паян кěҫěн класра вěренекенсен эрнин 6-мěш кунě  «Чăваш чěлхи – асамлă та пуян» темăпа иртрě. Ҫеҫпĕл Мишши ҫинчен презентации куртăмăр, чăваш  юрри- ташшине курса савăнтăмăр. 3-мěш класра вěренекенсем хăйсем ҫырса хатěрленě кěнекесемпе паллаштарчěҫ.                     

        Калаҫăва вěрентекен  А.Артемьев сăмахěсемпе:«Эй, тӑван чĕлхемĕр, эсĕ чӑваш юманĕ пек ватӑ та патвар, хӑвӑн хӑватна çухатмасӑр ĕмĕртен-ĕмĕре, çултан-çул тĕрекленсе ӳсетĕн, юман вутти пекех хĕрӳллĕ те вӑйлӑ çунатӑн, чĕре кӳтсе çитсен ӑшӑтатӑн, кирлĕ чухне çунтаратӑн, тӑваншӑн эсĕ тĕттĕмри çул маякĕ, тӑшманшӑн эсĕ – вилĕм тытамакĕ»,- вěҫлерě.

     Çапла  паха та ытарлӑ чӑваш чĕлхин вӑйĕ, пуянлӑхĕ.