Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне халалланă информаци сехечĕ

         

           Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ. Чăваш Патшалăх символĕсене 1992-мĕш çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче йышаннă, 2004-мĕш çултан вара çак куна палăртма пуçланă. Символсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ. Патшалăх символĕсем – пирĕн пуянлăхпа мăнаçлăх.

       Çак куна халалласа шкулти  вулавăшра ĕçлекен Михайлова О.Г кĕнеке выстовки йĕркеленĕ.Чăваш чĕлхипе тата литературине вĕрентекенĕ Васильева Н.В. Чăваш Республикин хальхи вăхăтри Патшалăх символĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Ялавпа герб çинчи паллăсем тата вĕсен тĕсĕсем – сарăпа йăмăх хĕрлĕ – мĕне пĕлтернине ăнлантарса пачĕ. Гербпа ялав авторĕ Элли Михайлович Юрьев, гимн авторĕ Илле Семенович Тукташ пулнине те аса илчĕ. Гимн текстне хăш çулта çырнине те, гимнри сăмахсем мĕне пĕлтернине те палăртса хăварчĕ. Республика гимне ура çине тăрса итлерĕç, аса илсе юрларĕç. Михайлова О.Г ачасене Чăваш Патшалăх символĕсем çинчен çырнă кĕнекесемпе  паллаштарчĕ. Çавăн пекех кĕçĕн класра вĕренекенсем чăваш символсене ӳкерчĕç. Чернова Г.В. кĕçĕн класра вĕренекен ачасемпе «Юратнă енĕм – Чăваш Ен» викторина  ирттеречĕ. Ачасем тимлĕ пулни, тĕрĕс хуравсем пани савăнтарчĕ. Информаци сехечĕ пуриншĕн те усăллă пулни палăрчĕ.