Чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ

  

Чӑваш чӗлхи вӑл - манӑн чун та ӗмӗт,

 Хӗвел те уйӑхӑм -тӑван чӗлхе.

 Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

 вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

                         Ухсай Яккӑвӗ

 

    Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Эпир, чӑвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе.Чӑваш чӗлхи пуррипе чӑваш халӑхӗ пур, мӗншӗн тесен чӗлхе нацие пӗлтерекен паллӑсенчен чи кирли. Чӑваш чӗлхи чӑваш халӑхӗн наци пуянлӑхӗ пулса тӑрать. Чӑваш Республикин Аслӑ Совет Президиумӗн 1992-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи  Постановленийӗпе килӗшӳллӗн ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ,ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Кăҫал Чăваш  çырулăхне 150 çул ҫитрĕ. Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И.Я .Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ  Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрентӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ. И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.

    Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пинерти пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта та чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ.Чӑваш чӗлхи эрнинче нумай ӗҫ тума палӑртнӑ.Эрнене эпир сӑвӑ вулакансен «Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акцирен пуҫларăмăр. Унта тăван чĕлхе ҫинчен калакан сăвăсем уççăн янăрарĕç.1-мĕш класра вĕренекенсем Ефремова К. ,Иванов К., Николаев В. сăвăсене питĕ илемлĕ вуласа тĕлĕнтерчĕç. 2-3-мĕш класра вĕренекенсем  Измукова Е., Петрова А.,Андрианова А. «Пукане» юрăпа савăнтарчĕҫ. Ача пахчине çӳрекен ачасем  те айккинче юлмарĕҫ чăвашла сăвă вуларĕҫ.

    И.Я. Яковлев пурнăҫĕпе пултарулӑхӗ тӑрах хатӗрленӗ  «Аслă патриарх кун-ҫулĕн йĕрĕпе» викторина та кӑсӑклӑ иртрĕ. Вĕренекенсем чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ çинчен сахал мар пĕлнине кăтартса пачĕç  9-мĕш классем хушшинче Арефьева Д., Львова Е.8-мĕш классем хушшинче Петров А. ,Измуков П., Сабакаева А. ыттисенчен маттуртарах пулни палăрчĕ.

    Республика шайĕнче  иртекен чăваш кунне халалланă «Тăван чĕлхе-  пĕлӳ чĕлхи» онлайн викторина 8-9-мĕш классем хушшинче иртнĕ. Чи пултаруллисем хушшинче 9-мĕш классем хушшинче Арефьева Д., Львова Е., Степанов Н., 8-мĕш класран  Измуков П.,  Михайлов Д.,  Петров А., Сабакаева А. пулчĕç.

    Шкулта 1-9-мěш классемпе «И.Я.Яковлев ҫамрăксен чěринче» ятлă фильм курнă. Кунта ачасемпе И.Я.Яковлев пурнăҫěпе,унăн ачалăхěпе тěплěн паллашнă,унăн ҫěр-шывне те кайса килнě пекех туйнă. Фильм питě кăсăклă та витěмлě пулчě. Ачасем питě кăмăлпа пăхса ларчěҫ.

     И.Я.Яковлева тата чăваш çырулăхне 150 çул çитнине халалласа шкулти библиотекарь Михайлова О.Г.  кĕнеке выставки хатĕрленĕ. Чăваш чĕхипе тата литературине вĕренекенсене Васильева Н.В  И. Я. Яковлев пурнăҫĕпе тата пултарулăхĕпе  паллаштарнă. Ҫавăн пекех кĕçĕн класра вĕренекенсем И. Я. Яковлев калавсем тăрăх ӳкерчĕксен  выстовкине йĕркеленĕ.

    Инҫет мелĕпе «Чăваш çырулăхĕ. 150 çул.  5-9-мĕш классем валли» тест хатĕрленĕ. Пурĕ тестра 15 ыйту. Пирĕн шкулта  вĕренекенсем хаваспах  хутшăнчĕç. Чи хастаррисем шутĕнче 5-мĕш класран Васильева К., Павлова А., Иванова П..6-мĕш к ласран Егоров Е., Константинов Н. 7-мĕш класран Егорова С., Королькова М., Васильев Д. Арефьева Д., Львова Е., Семенова Т. (9-мĕшсем)  тата     Измуков П.,  Михайлов Д.,  Петров А.,  Сабакаева А. (8-мĕшсем) пулчĕç.

    Кăсăклă та пуян иртрĕ эрне.Эпир хамăрăн тăван чĕлхепе Иванова, Çеçпĕле, Ухсайпа Хусанкая вулама пултарнишĕн телейлĕ, çавăнпа та эпĕ сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп. Хакласа та хисеплесе вĕренĕр чăваш чĕлхине. Вăл –пирĕн малашлăх. Эрнелĕхĕн  ĕçĕсене, ума лартнă тĕллевсене  пурне те пурнăçланă.