«Наукăри утăмсем» наукăпа практика конференцийĕ

          2021-мӗш ҫула Чӑваш Енре  Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ.. Чăваш  чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕ çак çулталăка  халалласа «Наукăри утăмсем» наукăпа практика конференцийĕ йĕркелерĕ. Конференцие  хутшăнакансем  краеведенипе 7 тĕпчев ĕçĕ, чăваш чĕлхипе  2 тĕпчев ĕçĕ, чăваш литературипе   1  тĕчев ĕçĕ тăратнă.Çапла вара, ĕçсене пăхса тухакансем 8 критерие шута илсе  çĕнтерӱçĕсемпе призĕрсене палăртнă Тăван  ен культури секцине хутшăннă  вĕренекенсем Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен ӗҫĕ  тăван халăхăмăрăн манăçми паттăрлăхĕ  пулнине хăйсен тĕпчев ĕçĕсенче  çутатса панă, хамăр районпа çыхăннă материалсем тупма пултарнă.  Тăван ен культура секцинче, 2-мĕш вырăна Михайлов Даниил йышăнчĕ. Ᾰна эпир  саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.