«Çĕр тата чĕре çинче хăварнă суран» илемлĕ документаллă фильм

Çĕршыв умне килсе тухсан тăшман

Çапла чăмăртанман-и манăн халăх?

Вутра çунми, шывра путми пулмалăх

Ăна çĕкленĕ тӳсейми суран.

 

 

Фашистсен çарĕсем Тăван çĕршывăн вун-вун хулипе ялне çулǎм айне путарса 1941 çулхи раштав уйǎхĕнче Мускав патнех çитнĕ. Çакна шута илсе пысăк хуласем тавра окопсем чавма йышăннă. Фронтпа тыл пӗрле пулса 1941-мĕш çулхи юпа уйǎхĕн 21-шӗнчен пуҫласа 1942-мӗш ҫулхи кǎрлач уйǎхĕн  21-мӗшчен  Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисенче  окоп чавнӑ.  Хӗллехи шартлама сивӗсене пӑхмасӑр  ҫамрӑксене, хӗрарӑмсене, ӗҫлеме пултаракан ватӑсене ӑсатнӑ унта.  Сăр тата Хусан чиккисен Чăваш Енри пĕтĕмĕшле тăршшĕ 380 километрпа танлашнă.  Ҫав тапхӑрти  пулӑм ҫинчен Михайлова О. Г. , Чернова Г. В., Иванова Ю. И., Петрова Т. А. пуçламăш классен вĕрентекенĕсем пуш уйăхĕн  15- мĕшĕнче «Çĕр тата чĕре çинче хăварнă суран» илемлĕ документаллă фильма 1-4 класс ачисене кăтартрĕç. Кинофильма курнǎ май куç умне иртнĕ самана туллин те чĕррĕн тухса тăрать. Ленинград хулинче кǎна мар, тылра ĕçлекенсем те выçǎпа асапланнине, 40 градус сивĕре алсасǎр лум тытса шǎн çĕре ватнине куççульсĕр пǎхма çук. Нушана тӳсеймесĕр вилекенсем те нумай пулнǎ.

 Ачасен мǎн асламǎшĕ-кукамǎшĕсен вилĕмсĕр паттǎрлǎхне сǎнлакан фильм пĕр çамрǎк чуна та  кǎсǎклантармасǎр хǎвармарĕ. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсен пархатарлă ĕçне асра тытар!