Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ

          Тĕнчере чĕлхесем шутсăр нумай, пĕтĕмĕшле илсен 6 пине яхăн тĕрлĕ чĕлхе тесе палăртаççĕ. Кашни чĕлхе наци культурине палăртакан инструмент, чун-чĕрем тата матери эткерне аталантарса сыхласа хăвармалли хатĕр пулса тăрать. Кашни халăх чĕлхи хăйне майлă, кунсăр пуçне тата нацин тĕнче ăнланăвне (менталитетне), йăли-йĕркине палăртакан мелсемпе уйрăлса тăрать. Чĕлхе çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхене пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывăн культурине тарăн курма пулăшать. Мĕн пур чĕлхене чĕлхе тесе йышăнни, кашнинех хисеплени пĕтĕм тĕнчере тăнăçлăх тума май парать. 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе кашни çулах нарăсăн 21-мĕшне чĕлхе культурин нумай нацилĕхне, унăн нумай енлĕхне тата нумай чĕлхелĕхне аталантарма пирĕн тивĕç пуррине аса илтерсе тăракан Тĕнчери халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ.  

          Эпир те çак куна халалласа çакᾰн пек ĕçсемтуса ирттертĕмĕр. Нарас уйᾰхĕн 18-мĕшĕнче 1-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев букварĕ тǎрǎх ӳкерчĕксен конкурсне ирттерĕҫ . 2-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлева халалланǎ презентацисемпе паллашрĕҫ. 4-мĕш класра вĕренекенсем «Ытарлǎ сǎмахлǎх» тата «Айван ыйту» конкурс ирттерчĕҫ.Нарс уйᾰхĕн 19-мĕшĕнче  5,6,9-мĕш класра вĕренекенсемпе тǎван чĕлхе кунне халалласа  «Манǎн тǎван чĕлхе-чǎвашчĕлхи» темǎпа калаҫу ирттертĕмĕр. 7-мĕш класра вĕренекенсем «Тᾰван чĕлхе- чᾰваш чĕлхи» ятлᾰ хайлавçырчĕç.Кашни ҫыншӑнах хӑйӗн тӑван чӗлхи хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх. Чӑваш чӗл­хи – пирӗн халӑх кун-ҫулне палӑртакан наци ӑс-хакӑ­лӗн паха ет­ке­рӗ, вӑл наци мешехисемпе йӑли-йӗркине тата патшалӑхӑмӑра сӑн­ар­ла­кантӗп символ пулса тӑрать. Кашни халăх чĕлхи–турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш… Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать.