Чăваш халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеҫҫĕ. Вĕсем халĕ те пире хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереҫҫĕ, савăнтараҫҫĕ. Чăваш тĕрринче тăван халăхăн пуян истрийĕ упранать.
Чӳк уйăхĕн 26 -мĕшĕ – Чăваш Республикин пуҫлăхĕн Указĕ тăрăх – чăваш тĕрри кунĕ. Çак куна халалласа 5 –мĕш класра тăван ен культури урокĕ иртрĕ. Ачасем чăваш тĕррин асамлă тĕнчипе паллашрĕҫ: чăваш тĕррин уйрăмлăхне, пĕлтерĕшне пăхса тухрĕҫ, Чăваш тĕрри ытти халăх тĕррисенчен кăткăс, илемлĕ, тăпăл-тăпăл пулнине сăнарĕҫ. Пинер ялĕнчи тĕрĕ ăстисен ĕҫĕсемпе паллашрĕҫ.