Ачасем –пирĕн пуласлăх,ҫавăнпа вĕсене тĕрлĕ енчен ăслă-тăнлă та ырă сывлăхлă пăхса ӳстересси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕнекене вулама юратни те ҫакна тума пулăшать. Пĕрремĕш класс ачисем сас паллисемпе паллашнă вăхăтрах илемлĕ литературăпа туслашаҫҫĕ.Малтанах вĕсене учитель тĕрлĕ юмахсем,калавсем ,сăвăсем вуласа илемлĕх тĕнчине ҫавăтса кĕрет.Кайран ачасем хăйсен тĕллĕн пикенсех вулама пуҫларĕҫ.Класра ятарласа вулав альбомĕ йĕркелерĕҫ.Альбомра кашни ачан юмахри кермен ҫурт купаламалла.Кашни кирпĕчĕ-пĕр кĕнеке вуланипе танлашать. Кермен ҫурт кашни кун ҫӳлтен-ҫӳле ҫĕкленет. Шупашкар хулинчен «Тетте» журнал кореспонденчĕсем килсе кайни те тем пекех савăнтарчĕ пĕчĕк шăпăрлансене.Пĕрле тăрса сăн ӳкерттерчĕҫ, журналпа тачă ҫыхăнма хапăл пулчĕҫ.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Шихабыловская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих