Нароᾰн 25-мĕшĕнче 2-мĕш класра вĕренекенсемпе « Тǎван сᾰмах –чǎваш чĕлхи» темǎпа калаҫу иртрĕ. Кашни ҫыншӑнах хӑйӗн тӑван чӗлхи хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх. Чӑваш чӗлхи – пирӗн халӑх кун-ҫулне палӑртакан наци ӑс-хакӑлӗн паха еткерӗ, вӑл наци мешехисемпе йӑли-йӗркине тата патшалӑхӑмӑра сӑнарлакан тӗп символ пулса тӑни çичен калаçрᾰмᾰр.Тᾰван чĕлхе çинчен калакан сᾰвᾰсене питĕ тᾰрᾰшса вуласа пачĕç.
Г.Н.Волков сᾰмахĕсемпе: «Чᾰваш чĕлхи… пирĕншĕн вᾰл асаттесен пехилĕ, асаннесен кĕлли, пирĕншĕн вᾰрман сулхᾰнĕ, тᾰп-тᾰрᾰ çᾰлкуç шывĕ, пирĕншĕн вᾰл чĕре таппи, чун хавалĕн чи ачаш хусканᾰвĕсем, пирĕншĕн вᾰл пурнᾰç…», - хамᾰр калаçᾰва пĕтĕмлетрĕмĕр.