Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен семинарӗ

 

Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче  районти чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентекенсем   семинара пухăнчĕҫ. Надежда Валерьяновна Васильева семинарта  Любовь Васильевна   Мартьянова сăввисем тăрăх хатĕрленĕ «Ҫавра ҫил варринче манăн кун» ятлă хутăш урок ирттерчĕ. Ҫакăн пек тĕллевсем лартрӗ:

- Л.Мартьянова сăввисемпе анлăрах паллашасси,

-ачасен шухăшне тĕрĕс калама хăнăхтарасси, сăввăн тĕп шухăшне тупма вĕрентесси,

-ҫынра ыррине усаллинчен уйăрса илме, упрама вĕрентесси,

-пĕр-пĕринпе ҫураҫуллă, ăнланса, пулăшса пурăнма вĕрентесси.

        Ачасем сăвăсене  илемлĕ, туйăмлă каласа парса пурне те шухăша яма пултарчĕҫ. Хӑйсен шухăшне те туллин

уҫса пачĕҫ. Яланах ырри ҫĕнтерессе шанса пурăнар, пĕр-пĕринпе яланах туслă пурăнар тесе пĕтĕмлетӳ турӗҫ.