«Чĕрĕ сăмах»

    Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче районти ача - пăча пултарулăхĕн  çуртĕнче     район шайĕнчи «Чĕрĕ сăмах» конкурс иртрĕ.  Конкурсӑн тĕп тӗллевӗ: проза произведенийӗсене чӑвашла илемлӗ вуласси.  Çак   мероприятие 5-10 класра вӗренекен 13  ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вĕсем хайлав сыпăкне илемлĕ вулас  ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.  Вĕренекенсем  А.Артемьев, Ангелина Павловская, Марфа Трубина, Н.Терентьев, Ольга Туркай, Е.Гордеева,  Г.Н.Волков, Юхма Мишши çырнă хайлавсенчи сыпăксене  чуна пырса тивмелле вуласа пачĕç. Сумлă жюри членĕсем  ачасен пултарулăхне виçĕ ÿсĕмпе хакларĕç. Пирӗн шкултан 3-мĕш вырăна    Иванова Анна  тмвĕҫлĕ пулчĕ. Аньăна   малашне те çитĕнÿсем тума сĕнетпĕр.