Ҫăварни.

Ҫăварни, Ҫăварни!

Ҫăвар тулли икерчи,

Кěсье тулли кулачи,

Эрне хушши катаччи!

 

        Пěрремěшпе тăваттăмěш класри ачасем паян ак мěн ҫинчен пěлчěҫ: «Çăварни  уявĕ ĕлĕкренпех пырать. Çак вăхăтра хĕллепе çуркунне тĕл пулаççĕ, тавлашаççĕ, вăй виçеççĕ,  урăхла каласан, кĕрĕкпе сăхман тĕл пулаççĕ. Çăварни тени, тепĕр майлă, «çу эрни», «хĕле ăсатни, çуркуннене кĕтни».

        Çăварни эрнинчи кашни кунăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур: тунтикун – тăвансем, тус-йышсем  пĕр-пĕринпе тĕл пулнă, хĕвел питлĕ икерчĕпе  чей ĕçнĕ; ытларикун – хуйхă-суйхă çинчен манса кайса вылянă, кулнă;  юнкунпа кĕçнерникун  кашни килтех  тутлă  апат – çимĕç пĕçерсе çинĕ, тăвансем пĕр-пĕрин патне  хăнана çÿренĕ;  эрнекун вара çамрăк мăшăрсен упăшкисем  арăмĕсен  амăшĕсене хăйсем патне хăнана чĕнсе  чупнă.»

         Ěлěкхи йăлапа пěрремěш икерчěне ваттисене асăнса, вěсенчен пулăшу ыйтса чÿрече умне хучěҫ. Унтан хěрлě питлě икерчěсемпе хăйсем сăйланчěҫ. Чăваш халăх йăлисене ачасем тытса пыни питě усăллă тесе шутлатпăр.