Пěрремěш класра вěренекенсем тăван халăхăмăрăн паянхи куна ҫити утса тухнă кунě-ҫулě калама ҫук вăрăм пулни ҫинчен пěлчěҫ. Ҫавăн пěкех вěрентекен ачасене пирěн несěлсем хăйсенилемлěх палăкěсене ěмěрсен кěтессине пăрахса ҫухатса хăварманни, малашлăхшăн упрани,ăруран ăрăва парнелесе пыни, пирěн патне ҫитерни ҫинчен каласа пачě.
Вěҫěнче шăпăрлансем «Ҫекěл» тата «Хуран ҫекěлě» тěрěсене ÿкерчěҫ.