Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Яланах янра, чӑваш чӗлхи» уяв ирттертĕмĕр. Уяв тӗллевӗсем:ӗмӗрсем хушшинче аталанса пынӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗпе ачасене тӗплӗнрех паллаштарасси. Ачасен тавракурӑмне ӳстересси..Илемлӗ вулав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси.
Уява чăваш чĕлипе литературине вĕрентекен Н.В.Васильева уҫрĕ. Вăл ачасене уяв ячĕпе саламларĕ. Кăҫал чăвашра И.Я.Яковлев Çулталăкĕ пулни пирки каласа хăварчĕ .Çавăнпа паянхи уява эпир И.Я.Яковлева , чăваш чĕлхи не халаллатпăр. Малалла ачасем ӗмӗрсем хушши аталанса пынӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗпе ҫывӑхрах паллаштарчĕҫ. Пирĕн уява ялти вулавăш ĕҫтешĕ И.Л.Иванова хутшăнчĕ. Вăл ачасене И.Я.Яковлев пурнăҫĕпе тĕплĕн каласа пачӗ, вулавӑшри кӗнекесемпе те паллаштарчӗпаллаштарчĕ .
Юлашкинчен чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫырса хăварнӑ сăмахсемпе шкул директорĕ Боредский Г.С. пĕтĕмлетрĕ : «Туссем, тӑвансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа, чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн. Ан манӑр, астуса тӑрӑр ҫакна! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхинчен ютшӑнмасан, халӑх кӑмӑлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллӑрта пулӗ.» .