Ака уйǎхĕн 24-мĕшĕнче Чǎваш республикинче «Пĕтĕм чǎваш диктанчĕ -2018» иртрĕ. Пирĕн шкултан çав диктанта çырма 5-8 мĕш класра вĕренекенсем хутшǎнчĕç.Пурĕ пĕрле тǎхǎр вĕренекен çырма кǎмǎл турĕç.Чӑваш чӗлхи – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫапла ҫырса хӗварнӑ: "Туссем, тӑвансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Мӗн ĕмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа, чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн. Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхинчен ютшӑнмасан, халӑх кӑмӑлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллӑрта пулӗ!" Ҫавǎнпа та чǎваш чĕлхине пĕтме парас мар тесе пурин те тǎрǎшасчĕ,пурте пĕрле ĕçлесчĕ.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Шихабыловская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих