Поэзи каҫĕ

      1999-мěш çулхи  ЮНЕСКО  30-мěш  ларǎвěнче  мартǎн  21-мěшěнче Пěтěм  тěнчери поэзи  кунне  паллǎ  тума йышǎннǎ. Пěрремěш пěтěм тěнчери поэзи кунне Парижра паллǎ тунǎ.

    Эпир те çак куна халалласа шкулта «Поэзи сехечě» ирттертěмěр. Пирěн патěнче  хǎнара хамǎр тǎрǎхри çыравçǎ  Нимакова Т.Ф., ял вулавǎшěнче ěçлекен Михайлова Л.И. пулчěç. Т.Ф.Нимакова ачасене  хăйěн пурнǎçěпе, сǎввисемпе паллаштарчě. Л.И. Михайлова хамǎр районти çыравçǎсем  çинчен каласа пачě.  Тǎван çěшыв, чǎваш чěлхи çинчен 5-9-мěш класра  вěренекенсем сǎвǎсене илемлě вуласа  пачěç. Юлашкинчен Чернова Г.В. поэзи кунě ячěпе саламларě. Поэзин сипетлě сǎмахě сире пурнан пурнǎçра яланах пулǎшса пытǎр, тасалǎха, чǎнлǎха, илеме, мěн лайǎххине хаклама, чунпа пуянланма шерпет пек техěмлěхне кӳтěр тесе каласа хǎварчě.