Çăварни! Çăварни!
Çăварни килет, куртăр-и?
Çуркунне çитет, сисрĕр-и?
Хирĕç тухса илтĕр-и?
Мăн асаттесемпе мăн асаннесем çăварни уявне мĕнле ирттерни çинчен кĕçĕн класри ачасем Г.В.Чернова каласа панинчен пĕлчĕç, икерпĕпе сăйланчĕç. Вĕсен умне тĕрлĕрен ыйтусем тухрĕç. Çав ыйтусем çине вĕсем ушкăнпа хурав тупрĕç. Çăварни хыççăн Мăнкуна хатĕрленме пуçланни çинчен, çичĕ эрне типĕ тытни, ҫăварнипе Мăнкун хушшинче нимĕнле уяв та пулманни çинчен пĕлчĕç.