«И.Я.Яковлев – аслӑ вӗрентекен»

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑнчун та ӗмӗт,

Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.

Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,

Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!

Ухсай  Яккӑвӗ

Пинерти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тĕп шкулта чӑваш халӑхӗн Аслӑ Вӗрентекенӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине тата ҫулленех ун ячӗпе иртекен чӑваш чӗлхи эрнине пысӑк хастарлӑхпа уçрĕç.Ҫавна май чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.В.Васильева «И.Я.Яковлев – аслӑ вӗрентекен» темӑпа калаҫу ирттерчӗ. Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И.Яковлевячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑх валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне  вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрнтӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ.

И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.

Кĕҫĕн класра вĕрентекен Г.В.Чернова ачасем умĕнче чǎваш чĕлхи пуянлǎхĕ пирки тухса калаçрĕ.Тăван чěлхем. Çак сăмахсене кирек кам та юратса чěререн калать. Вăл тăван халăхăн иксěлми ăс-тăн çăлкуçě. Анне кăкăр сěчěпе, сăпка юррипе кěнě çепěç сасă ěмěрлěхех чуна кěрсе вырнаçать.

Чухăн мар чăваш чěлхи!  Пуян та чаплă та!  Эпир, чăвашсем ,пирěнте чăваш юнě чупать. Тăван чěлхе пуян  та илемлě,  янăралă та çепěç. Тăван чěлхене лайăх пěлекен ытти чěлхесене те хисеплет.

Ачасем те чăваш чĕлхи çинчен хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Вĕсен калаçăвĕнче чĕлхене юратни, таса чĕлхепе калаçма вĕренес килни палăрчĕ.