«Мухтав сана, Чӑваш театрӗ!
Сан кун-ҫулу кӗрет юрра.
Чӑваш ҫынни сана юратрӗ,
Санра вӑл хӑй чуне курать.
Петӗр Хусанкай.
Пуҫласа чӑваш театрӗн чаршавӗ 100 ҫул каярах уҫӑлнӑ пулнӑ. Кам ҫирӗплетсе калама пултарнӑ-ши ун чухне, тӗттӗм пӳрчӗсенчен тухнӑ рабочисемпе хресченсем кив тӗнче юлашкипе алла пӑшал тытса кӗрӗшнӗ кунсенче, чӑваш сӑмахӗпе юрри-кӗвви, чӑваш искусстви чӗрӗлӗ те паянхилле хитрен чечекленӗ тесе? Емӗт пулнӑ. И.Яковлев, К.Иванов, Ф. Павлов тата ытти нумай хастар ҫын васкатнӑ ҫав вӑхӑта, ӑна курма суннӑ.
Паян виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш классенче вӗренекенсем театр кун-ҫулӗпе тӗплӗн паллашрӗҫ.