«Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка

Паян пирĕн  шкулта «Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне куçнă май чăваш чĕлхипе литературине хальхи технологисемпе усă курса вĕрентесси» стажировка иртрĕ.

Çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене шкул директорĕ Герман Станиславович Боредский саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Унтан хĕрÿ ĕç пуçланчĕ: Р.С. Теплова 7 класра «Причастисен çĕр-шывĕнче», Н.Ю. Авакова 6-мш класра «Асаннесĕр кил-çурт илемсĕр» темăсемпе уçă уроксем, Т.Л. Цыркунова «Универсаллă тест комплексĕ (УТК) программăпа чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче усă курасси», О.Н. Васильева «Видеоклип (видеосюжет)  ÿкерес ăсталăха алла илесси» ăста урокĕсем, Н.В. Васильева «Чăваш ача-пăча вăййисем» урок тулашĕнчи ĕç ирттерчĕç.

Уроксем хыççăн Вĕренÿ институчĕн филологи кафедрин ĕçтешĕсем А.С. Егоровăпа Л.Г. Петрова ертсе пынипе иртнĕ калаçура стажировкăна пухăннисем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç, уроксем ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç.

Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли стажировкăна усăллă ирттерме пулăшнăшăн шкул администрацине, уроксемпе мероприятисем ирттернĕ вĕрентекенсене чĕререн тав турĕҫ, малалла ĕçлеме ăнăçу сунчĕҫ.