Халǎхǎн ǎс-тǎнĕпе унǎн мĕн пур тĕнче курǎмне тǎван чĕлхе чун парать.
Тǎван чĕлхесĕр чǎн-чǎн пĕлу çук»,- тенĕ И.Я.Яковлев.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Чǎваш чĕлхи кунне халалласа «Аслӑ патриарх кун-çулӗн йӗрӗпе» литературǎпа музыка композицийĕ иртрĕ.
Уява5-9-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем И.Я.Яковлев ачалăхĕпе, пурнăçĕпе тата унăн çемйипе те тĕплĕн паллаштарчĕç. Уявра илемлĕ чǎваш сǎввисем, юррисем янăрарĕç .
9-мĕш класра вĕренекенсем Семёнова Анна «Чǎваш улǎпĕ» , Иванова Кристина «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ», шкул библиотекарĕ Михайлова О.Г «И.Я.Яковлев вĕренекенĕсем» презентацисемпе паллаштарчĕç.
Уява килнĕ ялти библиотекарь Любовь Михайлова ачасене И.Я.Яковлев пултарулǎхне мĕнле ăнланнине тĕрĕслеме викторина ирттерчĕ. Чи пултаруллисем тата тавçăруллисем Иванов С (6 кл.), Корольков Артём (5 кл), Михайлова Т (6 кл.) Григорьев Д (7 кл.), Гаврилова К (5 кл) пулчĕç. Вĕсене пурне те пĕчĕк парнесем парса чысларĕç. Пурте хаваспах хутшăнчĕç, Ачасем Яковлев çинчен нумай пĕлни палăрчĕ. Уява хутшăнакансем пурте кăмăллă юлч