Чӑвашлӑха пулать-ши упрама
Ыйту тӑратрӑм хам ума.
Паллах, ӑна пит çӑмӑл çухатма,
Паллах, ӑна пит йывӑр упрама.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши пирӗн панче хӑнара пулчӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑçӗпе, пултарулӑхӗпе, кӗнекисемпе паллаштарчӗ. Ачасемпе учительсене хӑйсен тавракурӑмне анлӑлатма, чунӗсене пуянлатма Юхма Мишши хӑйӗн кӗнекисен пуххине парнелесе хӑварчӗ.