Çитрě, çитрě ылтăн кěр-
Тарават та пуян хěр.
Уçрě эреш арчине,
Парнелерě пурлăхне…
Паян 2 – мěш класра вěренекенсем хушшинче илемлě вулакансен конкурсě иртрě. Пěрремěш вырăна Анна Иванова Людмила Николаеван « Кěр парни» сăввипе тухрě. Иккěмěшпе виěççмěш вырăнсене Карина Гурьевăпа Никита Петров пайларěç. Маттур, ачасем! Малашне те пысăк çитěнÿсем сунатпăр.